Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткасри Лидя аппа, хут ҫинчи пек каласан, Лидия Григорьевна Нянина, ҫак кунсенче 80 ҫул тултарчӗ. Юбиляра саламлама ачи-пӑчипе мӑнукӗсем, ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-арши йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хӑй те, тӑванлӑха мала хураканскер, ӗҫкӗ-ҫикӗре илем тӑвать те, хурӑнташӗ-пӗлӗшӗ те паллӑ кунпа Лидия Григорьевнӑна чыс кӳчӗ. Чӑн-чӑн хисеп!
Сакӑр теҫетке урлӑ каҫрӗ тесе калассӑм килмест Лидя аппа пирки. Кӗре ӳтлӗ сӑн-питӗнчен нар шевли кайман-ха (ҫамрӑк чухнехи чиперлӗхе асилтерет вӑл!). Ӑш-пиллӗх сапалакан хӑмӑр куҫӗсем чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, хуҫи патне туртаҫҫӗ. Калаҫасса та кӳршӗм кашни сӑмаха виҫсе, ҫын кӑмӑлне, ӳсӗмне шута илсе калаҫать. Такампа та пӗр чӗлхе тупать. Ахальтен мар ватти те, вӗтти те ун ҫумӗнче. Вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ хӗрарӑмӑн хусканӑвӗ те вӑр-вар. Пӑрчкан пек, лара-тӑра пӗлменскер, шав ӗҫлӗ. Час-часах чиркӗве е тӑванӗсем патне васканине асӑрхатӑн. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗхе (ӗне, лашапа тиха, темиҫе сысна — ҫӑвӑрламалли таранах, сурӑх-путек, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп усраҫҫӗ вӗсем) пӑхма та, ҫу кунӗсенче пахча ҫимӗҫ ҫумлама-шӑварма та ҫемйине сисӗнмеллӗх пулӑшу парать Лидия Григорьевна.
Ӗнер, пушӑн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей халӑхӗ Президента суйларӗ. Сӑнавҫӑсем ултавсене нумай палӑртнӑ пулин те тӗп суйлав комиссийӗ сасӑлав пысӑк пӑтӑрмахсемсӗр иртнӗ тесе шутлать. Протоколсен 99% шута илнӗ хыҫҫӑн кандидатсем ҫакӑн чухлӗ процент пухни паллӑ пулчӗ: Путин — 63,82; Зюганов — 17,18; Прохоров — 7,77; Жириновский — 6,23; Миронов — 3,82.
Чӑваш Енри халӑх та, пирӗн тӑрӑхри тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ытларах Владимир Владимирович Путина кӑмӑлланӑ пулать — 62, 32%. Ытти кандидатсем ҫакнашкал пухнӑ: Геннадий Зюганов — 20,58% (элӗксем, каҫалсем, Ҫӗмӗрле хулин ҫыннисем ӑна хӑйсен сассине 24-26% таран панӑ); Владимир Жириновский — 5,65% (уйрӑлса тӑракан район-хула ҫук, вӑтамран 4-6%); Михаил Прохоров — 5,52% (ытларах хула ҫыннисем сасӑланӑ пулас, Шупашкар хулин Мускав районӗнчи хисеп 10% яхӑн); Сергей Миронов — 4,44% (пур район-хулара та вӑтам, Ҫӗнӗ Шупашкар хули уйрӑлса тӑрать — 6,49%). Путиншӑн хуласенче сахалтарах сасӑланӑ — Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Ҫӗмӗрлере те хисепӗ вӑтамран 55-57%.
«Вырӑнӗсем пирӗн чӑнах та пуян: пурӑн, ӗҫле, мӑнаҫлан: ҫӗрӗ-шывӗ тулӑх», — тет Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхри Макарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л. Егорова. Анчах та ял хуҫалӑхра ӗҫлес ҫынсем сахалансах пыраҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ: ҫӗр ӗҫӗ чӑнах та нушаллӑ, хулари пурӑнӑҫпа танлаштараймӑн. Кам яла юлни вара чӑнах та тӑрӑшать, тапаланать. Тӗслӗхрен, Петропавловск ялӗнчи Толстовсен ҫемьи. Пилӗк ҫул каяллах Михаил Яковлевич, ҫемье пуҫлӑхӗ, Мускава ҫӳресе укҫа туса 30 пуҫ сысна туяннӑччӗ, тӑванӗсемпе канашланса килти хуҫалӑх йӗркелес шухӑш тытнӑччӗ. «Анчах та тырӑ хакӗ хӑпарса кайнине пула ҫак пуҫарӑва пӑрахма, выльӑхсене сутма тиврӗ», — куллянать хресчен. Анчах та пуҫа усса ларма юрамасть, ҫӗнӗ меслетсем тупас пулать. Патшалӑх ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене пулӑшнине пӗлсе Толстовсем выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхне тепӗр хут йӗркелеме шутланӑ. 2010 ҫулта 150 пин тенкӗлӗх пулӑшу илсе 13 пуҫ ӑратлӑ ӗне туяннӑ, 40 гектар ҫӗр кивҫенле илнӗ. Ку ҫӗр ҫинче тырӑ тата утӑ акса илесшӗн. Сӗтне тата аш-какайне вырнаҫтармалли меслетсем те тупнӑ ӳркенмен ҫынсем.
Илемлӗ те пуян пирӗн тӑрӑхри ҫутҫанталӑк. Вӑрмансем 52 пин гектара яхӑн е район территорийӗн 57,5 процентне йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫын пуҫне вӑтамран 2,75 гектар вӑрман тивнине шута илсен, эпир республикӑра чӑн малти вырӑнта темелле. Пысӑк юханшывсем ҫук пулин те, Хырла, Пасна, Чӑршӑллӑ тата ытти пӗчӗк ҫырмасем, шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫсем тӑван тавралӑха ытарайми илем кӳреҫҫӗ.
Район территорийӗнче историшӗн паллӑ вырӑнсем те пур. Ҫавӑнпа та Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче туризма аталантарма пур майсем те ҫителӗклӗ, ҫакӑ пыра-киле район экономикине ҫӗклеме пулӑшмалла. Чикӗ леш енчи чылай ҫӗршыв туризм кӳрекен тупӑшпах вӑйлӑ аталаннӑ.
«Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне илер-ха. Кунта 16 турист маршручӗ (пӗтӗмӗшле тӑршшӗ — 329 километр, иккӗмӗш черечӗ — 215 километр) уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра 263 километрӗ — ҫуран е йӗлтӗрпе ҫӳремелли, 204 километрӗ — лашапа, 22 километр — велосипедпа, 26 километрӗ — автомашинӑпа, 24 километрӗ шывпа (байдаркӑпа) ҫӳремеллисем. Ку тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама тивет, чӑн малтан туристсем валли ҫывӑрмалли-канмалли вырӑнсем пулмалла.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Васанти культура центрне ҫын нумай пухӑнчӗ. Пухӑнмалли сӑлтавӗ те пысӑк. Кунта паян савӑнӑҫлӑ ларӑва Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, афган тата чечен вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен ҫемьисене, ял халӑхне тата хаклӑ хӑнасене чӗннӗ.
Тав тата салам сӑмахӗсемпе уява ялти халӑх таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи, культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Герман Николаевич Ларшников пуҫларӗ.
Вӑл малтан истори ыйтӑвӗ ҫине пӑрӑнса ҫӗршывӑн хастар ывӑлӗсен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Малалла, ҫак савӑнӑҫлӑ ларӑва ертсе пыракансем, Вика Мердеевӑпа Галина Полякова пысӑк туйӑмпа тата чуна хумхантаракан сӑмахсемпе хамӑр ентешсен паттӑр ӗҫӗсем пирки каласа пачӗҫ. Вӗсем калаҫнӑ вӑхӑтра ентешсен сӑнӳкерчӗкӗсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ӳкерчӗксем, сӑвӑсемпе юрӑсем янӑрарӗҫ.
88-ҫулхи ТҪАВ ветеранӗ, Сталинградри хаяр ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Федор Петрович Каргин пирӗн салтаксен паттӑрлӑхӗ пирки каласа пачӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва ҫав хаяр вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ пин-пин салтак пирки, вӗсем камшӑн тата мӗншӗн кӗрешни пирки манмалла марри ҫинчен чӗнсе каларӗ.
Афган вӑрҫин ветеранӗсем Владимир Кузнецов, Владимир Морозов тата Геннадий Ельцов афган ҫӗрӗ ҫинче «душмансене» хирӗҫ ҫапӑҫнисене аса илчӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗн хӗвелтухӑҫ енче, Анаткасра, укӑлча хапхипе юнашарах, тӑрӑ та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ҫак ҫӑлкуҫа чи пирваях, ваттисем каланӑ тӑрӑх, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех, ку ялта пурӑннӑ Макар ятлӑ ҫын тарӑнрах алтса, пура ярса тунӑ пулнӑ, хӑй виличченех тасатса-тирпейлесе тӑнӑ. Ял ҫыннисем ҫак ҫӑлкуҫа иртнӗ ҫулсенче тепӗр хут ҫӗнӗ пура ярса, ҫавӑрса ӑсмалли ӑсталаса, тӑррине йывӑҫран тӗрӗлесе-илемлетсе тунӑччӗ.
Нумаях пулмасть вара, Ярӑславра ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти пӗр савутра тӗп инженер пулса ӗҫлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурӑнакан Петр Краснов пуҫарӑвӗпе, ҫӑлкуҫ ҫумӗнче ял ҫыннисем валли пӑр пек сивӗ сиплӗ шыва чӑмса ҫан-ҫурӑма тӗреклетмелли, чир-чӗртен тасалмалли Пантелеймон ҫвятуйӑн турӑшӗ ячӗллӗ часавай евӗр вырӑн туса хута янӑ.
Шыва кӗмелли ҫурт валли хыр пӗренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вӑрман ӗҫченӗсем тӳлевсӗрех уйӑрса панӑ. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пӗр тӑван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кӗске вӑхӑтрах пура пураса ҫурт тӑррине витсе хунӑ, ҫӳле пӗчӗк куполпа хӗрес те вырнаҫтарса лартнӑ.
Кӑҫал авӑнӑн 18-пе 23-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫулсерен иртекен «XXI ӗмӗрӗн Кулибинӗ» ятпа алӑпа тунӑ тракторсен куравӗ иртӗ. Машин тӑвакансен кунне халалланӑ мероприяти «Трактор кун-ҫулӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче» (Мир пр., 1) иртӗ.
Йӗркелӳҫӗсем курав интереслӗ иртессе шанаҫҫӗ. Кашни номинацире виҫӗ преми пулӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара пысӑк укҫаллӑ парне кӗтет.
Ӑста алӑсем тунӑ тимӗр урхамахсене Шӑмӑршӑ районӗнче те курма пулать. Тӗслӗхрен, Ярӑславри Фёдор Хайлов хуҫалӑхӗнче унашкал трактор пур. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрлеме ЗИД-4,5, ГАЗ-51, «Жигули» пайӗсем кайнӑ. Урхамах 10 ҫул ытла ӗнтӗ килти хуҫалӑхра пулӑшу кӳрет — утӑ ҫӑлма, ана сухалама унсӑр ниепле те май ҫук.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫумӗнчи вӑрманта, Хырла юханшывне пӳлсе мӑн плотина тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ пысӑк — 420 гектар. Управра 15,7 миллион кубла метр шыв пуҫтарӑннӑ. Тӗп дамба тӑршшӗ икӗ ҫухрӑм. Строительсен «штабӗн» ертӳҫи Камиль Салихов тӗп инженер пӗлтернӗ тӑрӑх — федерацин Атӑлҫи округӗнче этем аллипе тунӑ ҫакнашкал объект (ӗҫмелли шыв пухмалли) хальлӗхе урӑх ҫук.
Республикӑри тата Раҫҫейри «Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн ҫакӑнти шывпа республикӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи тата Каҫал енӗн пӗр пайӗнчи ялсене тивӗҫтерме тытӑнмалла — пурӗ 84 ял. Сӑлтавӗ паллӑ: халӗ пусӑсенчен тата артезиан шӑтӑкӗсенчен илекен шыв санитари нормисене пӗрре те тивӗҫтермест. Уйрӑммӑн илсен таврари ҫӑлсенче тимӗр тата бор виҫисем виҫӗ хут пысӑк. Акӑ мӗншӗн эпир вар-хырӑм чирӗсемпе нушаланатпӑр!
Управӑн никӗсне 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче хывма пикеннӗ. Виҫӗм ҫул вара ҫулталӑк вӗҫӗнче гидроузела патшалӑх комиссийӗ хута яма йышӑннӑ.
Акан 22-мӗшӗнче Шупашкарти Mega Galaxy канупа культура центрӗнче черетлӗ «Чӑваш пики» ӑмӑрту иртрӗ. Хальхи шучӗпе 5-мӗш, ҫӑвӑнпа та ӑна юбилейлӑ мероприяти теме те юрать.
Ӑмӑртура пурӗ 12 пике тупӑшрӗҫ. Шупашкара вӗсем республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен пухӑнчӗҫ — Елчӗк, Патарьел, Муркаш, Етӗрне, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчи пикисем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесен вӗсен 5 конкурс витӗр тухмалла пулчӗ: чи малтанах хӑйсем пирки каласа пачӗҫ, кайран ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, унтан пултарулӑха кӑтартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе те, чӑваш тумне тӑхӑнса хитрелӗхе кӑтартассипе те пултаруллӑ пулма тиврӗ вӗсен.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш пики-2011» ята Елчӗк районӗнчи Локтева Виктория тивӗҫрӗ. Пӗлтӗр ку чыс Тӑвай районӗн хӗрне Алиса Королевӑна лекнӗччӗ.
Акан 20-мӗшӗнче «Чӑваш пики-2011» жюри членӗсем конкурс финалӗнче ӑмӑртакансене палӑртрӗҫ. 19 хӗртен финала 12-шӗ лекрӗҫ. Финалистсене жюри ӑмӑртакансен пултарулӑх хӑйнеевӗрлӗхне, илемлӗхне, ташӑ тата сцена ӑсталӑхне кура суйланӑ.
Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗнчен килнӗ 17-25 ҫулти 12 пултаруллӑ чӑваш чиперукӗ чӑвашла чип-чипер калаҫать.
Ӑмӑрту паян (ака, 22) «Mega-Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вӗҫленӗ. Сцена ҫинче илемлӗ номерсем кӑтартнипе пӗрле хӗрсенчен чӑваш халӑхӗн историйпе йӑли-йӗркине лайӑх пӗлнине ыйтӗҫ. Халӑх тумне илемлӗн тӑхӑнса, хӑйсем пӗҫернӗ чӑвашла апат-ҫимӗҫе тутантарса, ӑнлантарса кӑтартнӑ хыҫҫӑн тин жюри кӑҫалхи чӑн-чӑн Чӑваш пикине палӑртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |